Ҫатра — Лапсар шкулĕнче чăваш чĕлхи эрни пырать.
Чăваш чĕлхи эрнине халалласа 5 — мĕш класри ачасем И.Я. Яковлев кун-çулĕпе , чӑваш халӑх культурипе тĕплĕнрех паллашрĕç.
Тĕрлĕ презентаци куравĕсем ирттерчĕҫ.
Шкул ачисем тĕрлĕ творчествӑлла ĕҫсене хутшӑнчĕҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрĕҫ.
Ҫавӑн пекех ачасем онлайн викторинӑсене хутшӑнма та вӑхӑт тупрĕҫ. Ачасем тӑрӑшса хӑйсем мĕн пĕлнине кӑтартрĕҫ.
Чӑвашла лайӑх пĕлни ачасене кӑткӑс ĕҫсене пурнӑҫлама пулӑшрĕ.










